И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина ирттерет.
Викторинăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем – вĕренекенсен тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне анлăлатасси; çамрăксене тăван халахăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен культурипе паллаштарасси; тăван çĕре, патшалăха хисеплес туртăма аталантарма тата ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси; анне чĕлхи урлă вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси; ачасемпе çамрăксен чĕлхин сăмах пуянлăхне ÿстерме, ытарлăхĕпе сăнарлăх туйăмне аталантарма майсем туса парасси.6 в, 7 б классра вӗренекенсем викторинӑна хутшӑнчӗҫ.(Ертӳҫи Федорова Г.Д.)