Статьи Ефимова А.Д
План «Тăванçĕр-шыв – Чăваш Республики» темăпаирттернĕуçăурокăнтулликонспекчĕ
Использование на уроках Технологической карты
Константин Ивановăн калаçура çамрăк ăрăва вĕрентсе калани
Программа работы с одарёнными и талантливыми детьми
Урок тулашĕнче шырав-тĕпчев ĕçне йĕркелемелли мелсем
Проект ĕçĕн тĕслĕхĕ. Урокăн технологи картти
Изучение творческого наследия К.В.Иванова в образовательном пространстве.
Чăваш чĕлхи урокĕсенчи ФГОС мелĕпе ирттермелли ĕç тĕсĕсем
И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул тултарнине паллă туса Шупашкарти 18-мĕш номерлĕ вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ачасене тĕрлĕ меропиятие явăçтарчĕç.
Паллă уява халалласа вĕрентекенсем уçă уроксем пачĕç.
Хăнара Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.П. Ишентей поэт пулчĕ. Вăл аслă классенчи вĕренекенсемпе хăйĕн «Çуралман ача сасси» ятлă кĕнеке тăрăх калаçу ирттерчĕ. Вĕренекенсем поэмăри проблемăсене палăртрĕç, хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç.
5-мĕш классем И.Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн паллăрах тапхăрĕсене интеллектуалă вăйă станцийĕсенче çутатса пачĕç, тест ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Сăвă конкурсĕнче 3-мĕш класс ачисем палăрчĕç. Уйрăмах Гурьев Дмитрий, Филиппов Влас, Михайлов Александр пултаруллă пулчĕç
Çавăн пекех, И.Я. Яковлев ачасем вали çырнă калавсем тăрăх 2 класс ачисем инсцинировкасенче выляни пурин кăмăлне те кайрĕ. Куракансем умĕнче сăнарсене ĕнентерÿллĕ калăплама пĕлни, чăвашла калаçма пултарни савăнтарчĕ.Уяв малалла пырать.